Комсомольский муниципальный округ

Чăваш Енре

Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службин Чăваш Енри уйрăмĕсен ертỹçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: "Пирĕн тĕллев - мĕнпур вăя пухса уйран тыр-пула туллин пухса кĕртесси, республикăна паха тырăпа тивĕçтересси", - тенĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паянхи кун тĕлне регионта мĕнпур хуçалăхсем вырмана тухнине пĕлтернĕ. Пурĕ республикăра 25,9 пин гектар çĕр лаптăкĕ çинчен пăрçа йышши тата пĕрчĕллĕ культурăна вырнине, 73,1 пин тонна тĕшĕлесе кĕртнине асăннă. Вăтамран тухăç пĕр гектартан 30,9 центнер тухать.

Ертỹçĕсем канашлура çĕрулми, выльăх апачĕ, пахча çимĕç тухăçĕ çинче те чарăнса тăнă. Çĕрулмине республикăри 7 муниципалитетра 38 гектартан 853 тонна, ытти çимĕçе вара 280 тонна пухса кĕртнĕ.

Михаил Игнатьев хула ертỹлĕхĕсене пасарсенче ял хуçалăх таварне кану кунĕсенче халăха сутма кирлĕ пек условисем йĕркелеме хушнă. "Çынсене хыпарсене вăхăтра пĕлтермелле, хаксем çинчен те каласа кăтартмалла", - тенĕ вăл.



"Каçал Ен"
15 августа 2017
10:03
Поделиться
;