Комсомольский муниципальный округ

Космос паттăрне чысласа

Шăпах 55 çул каялла - 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕ-шĕнче - чăваш каччи Андриян Николаев тĕнче уçлăхне вĕçсе кайнă. Ентешĕмĕрĕн паттăрлăхĕпе паян та мăнаçланатпăр. Ун умĕнче пуç тайса августăн 11-мĕшĕнче Чăваш Енре тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Малтанах Андриян Николаевăн тĕп хулари бюсчĕ тата палăкĕ умне чечек çыххисем хунă. Унта космонавтика, общество организацийĕсен ветеранĕсем, уява хутшăнма Раççей тĕп хулинчен килсе çитнĕ космонавтсем, ытти хăна хутшăннă.

Кăнтăрла 12 сехетре хăнасене Андриян Николаевăн тăван ялĕ - Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл - йышăннă. Кунти Мемориал комплексĕнче савăнăçлă митинг иртнĕ.

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 14 сехетре космонавтăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне халалланă курав уçăлнă. Кăшт каярах "1962 çулхи çурла уйăхне аса илетпĕр" ятпа "çавра сĕтел" тата 16 сехетре Андриян Николаев космоса вĕçнĕренпе 55 çул çитнине халалланă савăнăçлă лару пулнă. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Михаил Васильевич çак шухăша палăртнă: "Паян чăваш халăхĕшĕн, республикăшăн чăннипех те паллă кун. Ентешĕмĕре хисеплесе кунта килнĕ çынсем, Андриян Григорьевичăн юлташĕсем, космонавтсем, тăванĕсем унăн ятне тата та ытларах çĕклеççĕ. Çĕршыври виççĕмĕш космонавт чăваш çĕрĕнче çуралса ỹснипе мăнаçланатпăр".



"Каçал Ен"
15 августа 2017
10:05
Поделиться
;