Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Районта ĕççи вăй илсех пырать. Çĕр ĕçченĕсем уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Вĕсем ирхи сывлăм типнĕ хыççăнах ĕçе пикенеççĕ. Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 15701 гектар çинчен 36 пин тонна пухса кĕртмелле.

Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне 2519 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулнă, 2295 гектарне вара çапса тĕшĕленĕ. Çавна май пỹлмене 6515 тонна "сарă ылтăн" кĕнĕ. Гектарăн вăтам тухăçĕ 28,4 центнерпа танлашать.

Вырма каçалăкĕнче аван ĕлкĕрсе пыракан хуçалăхсем - "Урожай" тата "Искра" колхозсем, ял хуçалăх производство кооперативĕсенчен - "Дружба", "Восток", "Асаново". Хайртдиновпа Минатуллин фермер хуçалăхĕсем те хастаррисен йышĕнче.

Çавăн пекех хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçĕн те хĕрỹ тапхăрĕ пырать. Районти хуçалăхсем пурĕ 7647 тонна утта типĕтсе пухса вырнаçтарнă. Сенаж 27250 тонна янтăланă, силоса вара - 8510 тонна.

Хуçалăх ертỹçисем кĕраки валли çĕр хатĕрлесси пирки те манмаççĕ. Çак ĕçе хальлĕхе 2147 гектар çинче пурнăçланă.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ



"Каçал Ен"
18 августа 2017
14:33
Поделиться
;