Комсомольский муниципальный округ

Асăрханăр - ачасем!

Августăн 28-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 10-мĕшĕччен республикăра, çав вăхăтрах районта та "Асăрханăр - ачасем!" ятарлă оперативлă профилактика мероприятийĕ иртет.

Палăртнă тапхăрта Патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсем, полици ĕçченĕсем тата район администрацийĕн вĕренỹ пайĕнче тăрăшакансем ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе ятарлă калаçусем йĕркелĕç. Çак тапхăрта "Сăпайлă водитель", "Ача-пăча кресли", "Çуран çỹрекен" тата çавăн евĕр ытти профилактика рейчĕсем иртĕç.



"Каçал Ен"
22 августа 2017
14:51
Поделиться
;