Комсомольский муниципальный округ

Автобуссем юсавлă

2017-2018 вĕренỹ çулне хатĕрленсе августăн 18-мĕшĕнче районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Н.Райков, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн тĕп инженерĕ Н.Белков шкул автобусĕсен юсавлăхне тĕрĕслерĕç. Вĕсем рейса тухма тата ачасене турттарма хатĕррине тимлĕх уйăрчĕç.

Районта кунсерен 12 шкул автобусĕ çула тухать. Вĕсене пурне те тахографсемпе тата ГЛОНАСС спутник навигацийĕсемпе тивĕçтернĕ. Шкул автобусĕсем 41 ялти 538 ачана турттараççĕ. Вĕсем çул çинче юсавлă пулни темрен те паха. Тĕрĕслев хыççăн çакă паллă - автобуссем рейса тухма хатĕр.



"Каçал Ен"
22 августа 2017
14:53
Поделиться
;