Комсомольский муниципальный округ

График улшăнать

Районти миграци служби сентябрĕн 1-мĕшĕнчен çынсене çĕнĕ графикпа килĕшỹллĕн йышăнать. Ытларикун, юнкун, кĕçнерникун, эрнекун, шăматкун граждансене 9 сехетрен пуçласа 14 сехетчен йышăнаççĕ. 14-15 сехетре - апат вăхăчĕ. Канмалли кунсем - вырсарникунпа тунтикун.

Патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курас тесессĕн электронлă майпа заявлени çырма май пуррине аса илтеретпĕр. Пĕрлехи патшалăх порталĕпе усă курса хăвăрăн вăхăта перекетлĕр.

А.ГАЛКИНА



"Каçал Ен"
22 августа 2017
14:52
Поделиться
;