Комсомольский муниципальный округ

Михаил Игнатьев форума хутшăннă

Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Армия - 2017" çар техникин форумне уçнă çĕре хутшăннă.

Форумра наукăпа ĕç программисем тĕрлĕ темăпа пулнă, çарсен ятарлă техникин куравне йĕркеленĕ, Раççейре малта пыракан промышленноç пайĕн çитĕнĕвĕсемпе паллашнă, çар техникине калăплассипе ют çĕршыв партнерĕсемпе ĕçлĕ çыхăнусене çирĕплетессине те сỹтсе явнă.

Асăннă форума Чăваш Республикинчен 9 предприяти хутшăннă. Вĕсем: "ЧПО имени В.И. Чапаева" АО, "Лента" АО, "Электроприбор" АУО, "Концерн "Тракторные заводы" ККУ, "ВНИИР-Прогресс" АУО, "Волгостальконструкция", "Завод инновационных технологий", "НПП "Спектр" ТМЯОсем, "Комбинат автомобильных фургонов" АО.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Енри промышленноç енĕпе ĕçлекен 6 предприяти оборонăпа промышленноç комплексĕн организацийĕсен пĕрлештернĕ реестрĕнче шутланаççĕ.

2016 çулта патшалăх оборона саккасне тĕпе хурса, Чăваш Республикинчи 6 организаципе 1181 ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ, вăл шутран РФ Оборона министерствипе 37 килĕшỹ йышăннă. РФ ытти организацийĕсемпе 1144 килĕшỹ алă пусса çирĕплетнĕ.

"ВНИИР-Прогресс" площадкинче "çавра сĕтел" мелĕпе йĕркеленĕ калаçура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти предприятисен ертỹçисемпе производство аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сỹтсе явнă, пуласлăх валли лартнă тĕллевсем пирки те канашланă.

"Армия - 2017" форумра Михаил Игнатьев ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ. РФ федераци органĕсен ертỹçисемпе, субъектсен губернаторĕсемпе, бизнес-пĕрлешỹсемпе тĕрлĕ ыйтусене анлăн сỹтсе явнă.



"Каçал Ен"
25 августа 2017
08:58
Поделиться
;