Комсомольский муниципальный округ

Профилактика рейчĕ иртнĕ

Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче районти пушар надзорĕн сотрудникĕсем Комсомольскинчи пасар территорийĕнче профилактика рейчĕ йĕркеленĕ. Тĕп тĕллев - пушар хăрушсăрлăхне районта пурăнакансем епле пĕлнине, пăхăннине тĕрĕслесси.

Рейд вăхăтĕнче пушар хуралĕн ĕçченĕсем 28 çынпа профилактика калаçăвĕ ирттернĕ. Патшалăх пушар надзорĕн районти аслă инспекторĕ Дмитрий Кузьмин граждансене пушар сăлтавĕсемпе паллаштарнă, вĕсене епле сỹнтермеллине тепĕр хут аса илтернĕ. Çавăн пекех Дмитрий Анатольевич пушар хăрушсăрлăхĕн тĕп правилисене тата экстреннăй службăсен телефонĕсене аса илтернĕ.

Калаçу вĕçĕнче пушар хуралĕн ĕçченĕсем "Пушар хăрушсăрлăхĕ" текен памятка валеçнĕ.



"Каçал Ен"
25 августа 2017
09:05
Поделиться
;