Комсомольский муниципальный округ

Спартакиадăна хутшăннă

Ĕнер Çĕнĕ Шупашкарта пенсионерсем черетлĕ спартакиадăна пуçтарăннă. Аслă çулхисем хушшинчи кун пек ăмăртăва кăçалхипе пиллĕкмĕш хут йĕркелеççĕ. Унта палăрнисем республикăн пĕрлештернĕ командине кĕрĕç, унтан Раççейри ăмăртăва тухса кайĕç.

Спартакиада программине кĕртнĕ ăмăртусем хулари ача-пăчапа çамрăксен пĕрремĕш спорт шкулĕнче иртнĕ. Тивĕçлĕ канурисем хăйсен вăйне çăмăл атлетикăра, сĕтелçи теннис тата шахмат вăййисенче, хутăш эстафетăра виçнĕ. Асăннă спартакиадăна пирĕн районти хастар спортсменсем - В.Пундяков, А.Самаркин, В.Белков, А. Волков, В.Скворцов, Галинăпа Анатолий Давыдовсем, Н.Галзанова, Г.Новикова - хутшăннă.

Ю.БОРОВКОВ



"Каçал Ен"
25 августа 2017
08:54
Поделиться
;