Комсомольский муниципальный округ

Тăваттăн заявлени панă

Район администрацийĕн пуçлăхне палăртма туса хунă комиссин иккĕмĕш ларăвĕ августăн 23-мĕшĕнче пулнă. Комисси членĕсем район администрацийĕн ертỹçи пулас кăмăллă конкурса кĕртнĕ кандидатсен пĕлỹ шайне епле хаклассине пăхса тухнă. Çавăн пекех кандидатсемпе ирттермелли калаçу формине палăртнă, заявлени панисене конкурса хутшăнтарассипе-хутшăнтармассине те сỹтсе явнă.

Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма йĕркеленĕ конкурса пурĕ тăватă çын документсем панă. Комисси членĕсем пур кандидата та конкурса кĕртме йышăннă. Çавăн пекех августăн 28-мĕшĕнче кандидатсен пĕлỹ шайне хаклĕç. Ун пĕтĕмлетĕвĕпе депутатсен Пухăвĕнче çав кунах паллаштарĕç. Пуху ларăвĕнче район пуçлăхĕпе комисси суйласа илнĕ сити-менеджер контракт алă пусса çирĕплетĕç.

Л.ШУРЯШКИНА



"Каçал Ен"
25 августа 2017
08:56
Поделиться
;