Комсомольский муниципальный округ

Шкулсем ачасене кĕтсе илме хатĕр

Çуллахи каникул кунĕсем сисĕнмесĕрех хыçа юлчĕç. Умра - çĕнĕ вĕренỹ çулĕ. Районти вĕренỹ учрежденийĕсем ачасене кĕтсе илме хатĕр-и? Юсав ĕçĕсене пĕтĕмпех пурнăçланă-ши? Ыйтусене район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Александровна Петрова уçăмлатрĕ.

- Августăн 2-4-мĕшĕсенче районти шкулсене тата ача са-чĕсене 2017-2018 вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленине ятарлă комисси тĕрĕслерĕ. Кашни вĕренỹ учрежденийĕ хăйĕн çуртне хăтлă, çав вăхăтрах пĕтĕм правилăна пăхăнса юсама тăрăшать. Комисси членĕсем вĕренỹ учрежденийĕсене пушар, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн, терроризма хирĕç кĕрешес тĕлĕшĕнчен тĕплĕн тĕрĕсленĕ, пỹлĕмсем тата сĕтел-пукан мĕнле пулнине те пăхнă. Вĕренỹ хатĕрĕсен, апат пĕçермелли блоксен юсавлăхне тĕплĕн тишкернĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче тупса палăртнă кăлтăксене çийĕнчех пĕтерме сĕннĕ.

Паянхи куна районти 19 вĕренỹ учрежденийĕ - 12 вăтам, 6 тĕп тата 1 пуçламăш шкул - ачасене кĕтсе илме хатĕр. Чылайăшĕнче тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ, спортзала юсаса çĕнетнĕ, шкул çивиттисене улăштарнă, çĕнĕ туалетсем тунă.

2017-2018 вĕренỹ çулĕнче шкулсенче пурĕ 2747 ача пĕлỹ пухĕ. Пуçласа парта хушшине 304 ача лармалла. Вĕсемшĕн сентябрĕн 1-мĕшĕнче пĕрремĕш шăнкăрав янăрĕ. Çавăн пекех кăçал Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче кадетсен класĕ, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче агрокласс хута яма палăртнă.

Пирĕн тĕллев - ачасене тĕрлĕ енлĕ пĕлỹ пухма пĕтĕм услови туса парасси. Пĕтĕмлетсе калас пулсассăн шкулсем, педагогсем ачасене кĕтсе илме хатĕр.

А.ЕФРЕМОВА



"Каçал Ен"
29 августа 2017
08:43
Поделиться
;