Комсомольский муниципальный округ

Юрий Тихонов ячĕпе

Халăха спортпа туслаштарас тĕллевпе августăн 27-мĕшĕнче районта Юрий Аркадьевич Тихонов ячĕпе "Кĕтне" физкультурăпа спорт стадионĕнче мини-футбол вăййине йĕркеленĕ. Унта 45 çултан иртнисем хутшăннă. Ăмăртура Канаш, Комсомольски, Патăрьел районĕсен командисем вăй виçнĕ. Хĕрỹ тупăшура Канашсем - пĕрремĕш, Каçалсем - иккĕмĕш, Патăрьелсем виççĕмĕш пулнă.



"Каçал Ен"
29 августа 2017
08:40
Поделиться
;