Районта Сергей Артамонов пулнă
Кĕçнерникун, августăн 31-мĕшĕнче, пирĕн района ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов килнĕ. Пирваях вăл район пуçлăхĕпе Хасиятулла Идиатуллинпа, райадминистраци пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Красновпа тата ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе Вячеслав Никифоровпа тĕл пулнă. Вырма, ытти çĕр ĕçĕсем пирĕн таврара епле пынипе кăсăкланнă хыççăн министр уй-хир ĕçĕсемпе хăй паллашма кăмăл тунă, тырпул, çĕрулми анисем çине çитсе курнă.
Тĕплĕнрех - хаçатăн çитес номерĕнче.
"Каçал Ен"