Комсомольский муниципальный округ

Тăшмана ятран пĕлмелле

Сентябрĕн 3-мĕшĕ çитнĕ май куç умне каллех 13 çул каялла Бесланта пулса иртнĕ ĕçĕн хăрушла картини тухса тăчĕ: вăл вăхăтра террористсене пула 300 ытла çын вилнĕ, вĕсенчен 150-шĕ - ачасем. Аманнисен шучĕ те сахалах мар - 500 çын. Вулакана аса илтерем, вилнисемпе аманнисен йышĕнче мирлĕ халăхпа ачасем тата çар тивĕçне пурнăçлакансем пулнă.

Çавăнпа та Раççейре сентябрĕн 3-мĕшне терроризмпа кĕрешмелли кун тесе йышăннă. Тĕслĕхрен, кăçал çак кун Раççейĕн тĕп хулинче "Помнить, чтобы жить!" ятлă акци иртĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, сентябрĕн 3-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра тĕрлĕрен асăну мероприятийĕсем йĕркелеççĕ.

Терроризм пирки калас пулсан, çакна палăртмалла: вăл яланах хăйĕнпе пĕрле куççульпе хуйхă илсе килет. 20-мĕш ĕмĕрте терроризма валли пысăк организаципе нумай укçа кирлĕ пулнă тата тăшман вырăнне паллă бизнесменсемпе политиксене, чиновниксене курнă пулсан, халĕ çак хăрушла ĕç пысăк хăвăртлăхпа аталанать. Паллах, кунта Интернет витĕмне те палăртмалла. Калăпăр, "пĕччен кашкăр" хăйне "эпĕ халифат джихадисчĕ" тет те ăна ыттисем "пирĕн" тесе йышăнаççĕ. Ку пĕччен этемĕн "мишенĕ" - мирлĕ халăх. Пысăк е пĕчĕк, ватă е çамрăк, арçын е хĕрарăм - уншăн пурпĕрех...

Çакăн евĕр хăрушла ĕçсем тăнăçах мар вырăнсенче пулни тахçанах тĕлĕнтермест ĕнтĕ, анчах та хамăр тăрăхра шартлатма е вĕлерме пуçлани вара сисчĕвленме хистенĕçем хистет. Акă, тĕслĕхрен, кăçалхи апрель уйăхĕн пуçламăш кунĕсенче Санкт-Петербург хулинче метрора бомба шартлатнă. Çавна май ним айăпсăр 15 çын ĕмĕрлĕхех куçне хупнă тата 50-шĕ больницăсене çакланнă. Асăннă хулара пурăнакан тăванăмсем те пур. Усал хыпара илтсенех кĕсье телефонне алла илтĕм. Чун сисчĕвленни ахаль пулман - иккĕмĕш сыпăкри аппа вунă минут каялла çеç асăннă метрора пулнă иккен. Ĕçе кайма тухнăскер чутах инкек курман. "Çакăн евĕр пысăк терактсем кăçал пĕтĕм тĕнчипе пурĕ 9 пулнă", - çырать "Известия" хаçат.

Ятарлă службăсен ыйтăвĕ - хăрушлăх кăларса тăракан этемсемпе организацисене тупса палăртасси, инкеке сирес ĕçе тĕплĕн пурнăçласси. "Мирлĕ халăх мĕнпе айăплă-ши вара?! Унăн епле хỹтĕленмелле-ха апла?" - çуралать тỹрех пуçра çивĕч ыйту. Кашни çыннăн тĕп тивĕçĕ - хăрушлăх кăларса тăратакан япаласене палласа, уйăрса илме хăнăхасси тата ăна хирĕç тăрасси. Ара, тăшмана ятран пĕлмесен ăна хирĕç епле тăрайăн?

А.ИСАЕВА



"Каçал Ен"
01 сентября 2017
11:40
Поделиться
;