Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем 9935 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕленĕ, пỹлмене 25573 тонна пухса кĕртнĕ. Гектарти вăтам тухăç 25,7 центнерпа танлашать. "Искра" колхоз çак ĕçе 81,4 гектар çинче, "Золотой колос", Минатуллин тата Атласкин фермер хуçалăхĕсенче вырмана 100 проценчĕпех пурнăçланă.

Тыр-пула пухса кĕртнипе пĕрлех районта "иккĕмĕш çăкăра" кăларасси те вăй илсе пырать. Палăртнă вăхăт тĕлне Самарин хуçалăхĕ (15 гектар), "Комсомольские овощи" (18 гектар) ĕçе хĕрсех пикеннĕ. Пурĕ районĕпе 1280 тонна пухса кĕртнĕ.

Кĕрхи культурăсене 667 гектар çинче акнă. Ку енĕпе чи аван ĕçлекен хуçалăх - "Урожай" колхоз. Вăл палăртнă ĕçсене 100 гектар çинче пурнăçланă та ĕнтĕ. "Слава" ЯХПКпа "Искра" колхоз та хастар - 80 гектар. Хуçалăхсем 1631 гектар çинче çĕртме тунă. Выльăх апачĕ хатĕрлесси те малалла пырать.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ



"Каçал Ен"
01 сентября 2017
13:33
Поделиться
;