Комсомольский муниципальный округ

Асăну митингĕ иртрĕ

Çурла уйăхĕн юлашки кунĕ хĕвеллĕ те уяр пулчĕ. Кассăн-кассăн килекен уçă çилĕ вара Мухтав монуменчĕ патне пухăннисен пит-куçне сĕртĕнсе вĕсене ăшшăн çупăрлама хăтланчĕ.

   - Çак кун 23 çул каялла Германи çĕрĕнчен Совет çарĕн юлашки ушкăнĕсене илсе тухса пĕтернĕ. Историе кĕрсе юлнă куна халалласа эпир çулсерен асăну митингĕ йĕркелетпĕр, - терĕ районти ветерансен союзĕн уйрăмĕн ертỹçи Анатолий Архипов.

   Мухтав монуменчĕ умĕнчи митинга уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Ульдина, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков, "Пограничниксен тăванлăхĕ" обществăлла организацин Комсомольскинчи уйрăмĕн ертỹçин çумĕ Геннадий Филиппов тата ыттисем те хутшăнчĕç. Çавăн пекех асăну митингне Германи çĕрĕ çинче службăра тăнă Çĕрпỹ районĕнчи ветерансен ушкăнĕ те килсе çитрĕ.

   Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Юрий Филиппов подполковник вара пухăннисене Германи çĕрĕ çинчен пирĕн çарсене мĕнлерех кăларни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.

                                                                                                                                                                                                                                   А.НИКОЛАЕВА



"Каçал Ен"
05 сентября 2017
13:47
Поделиться
;