Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Сентябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх ĕçченĕсем пурĕ 10238 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕленĕ, çакă пĕтĕм лаптăкăн 70 проценчĕ чухлĕ пулать. Вырса илмеллли тата 3 пин гектар юлнă. Пỹлмене пурĕ 26205 тонна сарă ылтăн кĕнĕ.

   Кĕрхи культурăсене 1150 гектар акса хăварнă. Кĕрхи ака ĕçĕсене хальхи вăхăтра 10 хуçалăх пуçăннă. Çанталăк условийĕсене пула вăл каярах юлса пырать, апла пулин те колхозсемпе ял хуçалăх производство кооперативĕсем, фермер хуçалăхĕсем сентябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне ĕçсене вĕçлессе шанатпăр. "Слава картофелю" агрофирма, "Урожайпа" "Искра" колхозсем, "Сюрбеево" ОООпа "Слава" ЯХПК - малтисен йышĕнче. Ыттисен те вĕсенчен тĕслĕх илсен аван пулмалла.

   Районти 4 хуçалăхăн "иккĕмĕш çăкăр" уйĕнче те ĕç вĕрет. Çĕрулмине 57 гектар çинчен пурĕ 1582 тонна пухса кĕртнĕ, гектарти вăтам тухăç 277,5 центнерпа танлашать.

                                                                                                                                                                                                                                   Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ



"Каçал Ен"
05 сентября 2017
13:48
Поделиться
;