Комсомольский муниципальный округ

Асăрхануллă пулмалла

Августăн 28-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 10-мĕшĕччен республикăра "Асрăханăр, ачасем!" профилактика мероприятийĕ иртет. Ăна ачасемпе çыхăннă çул-йĕр инке-кĕсем пулассине асăрхаттарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

 Вĕренỹ çулĕ пуçлансассăн шкул ачисене уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ. Мероприяти вăхăтĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем тата педагогсем ачасем валли хушма занятисем ирттереççĕ, çул-йĕр правилисене аса илтереççĕ. Çавăн пекех çулсем çинче тĕрлĕ рейдсем те пулаççĕ.

 Кăçалхи çичĕ уйăхра республикăра 16 çула çитмен ачасем хутшăннипе 95 çул-йĕр инкекĕ пулнă, вĕсенче пĕр ача вилнĕ, 105-шĕ суранланнă. Районта ачасем хутшăннипе пĕр инкек пулнине регистрациленĕ, машинăри ача ятарлă креслăра пулнăран хытах суранланман. Ачасене машинăра ятарлă креслăсенче илсе çỹремеллине, çул çитменнисен велосипедсемпе автоçулсем çине тухма юраманнине тепĕр хут аса илтерес килет. Çуран утакан ачасен çи-пуçĕ е шкул сумкки çинче талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче çутă тавăракан япала пулмалла.

Н.РАЙКОВ , районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ



"Каçал Ен"
08 сентября 2017
09:58
Поделиться
;