Комсомольский муниципальный округ

Комиссисен пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ

Сентябрĕн 7-мĕшĕнче Комсомольски районĕн тĕн пĕрлешĕвĕсемпе çыхăну тытакан тата национальноçсен ĕçĕсен Сове-чĕсен пĕрлехи ларăвĕ пулчĕ. Ăна комисси председателĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ертсе пычĕ.    Пирĕн район - нумай наци пурăнакан хутлăх. Çак халăхсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнччăр, нимле хирĕçтăру та ан тухтăр тесен вырăнти влаç органĕсен, чиркỹ-мечетсен настояте-лĕсен чылай тăрăшма тивет. Шăпах тăнăçлă лару-тăрăва тытса пырассипе çыхăннă ыйтусене кĕртнĕ те кун йĕркине. Район территорийĕнче çынсене асап кỹрекен тĕн сектисем йĕркеленессине хирĕç епле ĕçлени пирки шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин тĕплĕн каласа пачĕ. ЧР тутарсен наципе культура автономийĕн ертỹçи Ферит Гибатдинов вара хăйсен обществăлла организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Тĕп библиотека библиографĕ Алена Хораськина наци культурипе чĕлхесене упрассипе вулавăшсем тĕрлĕ меслетсемпе усă курнине асăнчĕ.

 Обществăра тĕрлĕ наци, раса çыннисене хĕсесси, тĕнпе çыхăннă экстремизм идеологийĕ аталанасси е аталанмасси влаç органĕсемпе наципе культура пĕрлешĕвĕсем епле хутшăнса ĕçленинчен те нумай килет. Çак пĕрлехи ĕç пирки информаци, культура тата архив ĕçĕсен пайĕн начальникĕпе Светлана Долговăпа Ферит Гибатдинов каласа пачĕç. Ларура тĕн представителĕсем, район прокуророрĕ ĕçре кирлĕ пулакан сĕнỹсем те пачĕç. Александр Николаевич районта малашне те тăнăç пурнăç, туслă хутшăнусем хуçаланччăр тесен пурин те пĕрле ĕçлемеллине, пирĕншĕн ют идеологие хамăр территорине кĕме памалла маррине асăрхаттарчĕ.

Л.ШУРЯШКИНА



"Каçал Ен"
08 сентября 2017
10:02
Поделиться
;