Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче сентябрĕн 8-мĕшĕ тĕлне пурĕ 10412 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕленĕ, 28674 тонна тыр-пула пỹлмене кĕртнĕ. Вăтам тухăç 27,5 центнерпа танлашать.

 Районĕпе пурĕ 28210 тонна сенаж (171,1 процент) хывма ĕлкĕрнĕ пулсан, силоса вара 8697 тонна (44,5 процент) янтăланă. Утă - 8411 тонна (119,7 процент).

 "Иккĕмĕш çăкăр" анинче те хĕрỹ тапхăр. Хуçалăхсен ĕçченĕсем 65 гектар çинчен пурĕ 1683 тонна çĕрулми пухса кĕртнĕ. Кĕрхи культурăсене 1207 гектар çинче анчах акса хăварма пултарнă. Пĕлтĕр асăннă вăхăт тĕлне ĕçсене 4000 гектар çинче пурнăçланă. Паллах, ку пулăм кăçалхи çанталăк условийĕсемпе çыхăннă. Хуçалăхсенче 2183 гектар çĕр сухаланă.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ



"Каçал Ен"
08 сентября 2017
10:03
Поделиться
;