Комсомольский муниципальный округ

Пушартан сыхлан

 Вут-çулăмран асăрханасси ăна сỹнтерессинчен ансатрах. Çавна май уйрăм хуçалăхсенче анчах мар, тĕрлĕ организаци-учрежденире, шкулсемпе ача сачĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалла.

 Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районта ача-пăча айăпĕпе пĕр хутчен "хĕрлe автан" алхаснă. Тăкак - 42 пин текнĕ. Паллах, аслисем тимлĕхе çухатса ачисем мĕнпе аппаланнине асăрхаманни инкек патне илсе çитерет. Çакнашкалли ан пултăр тесе районти пушар надзор пайĕн сотрудникĕсем тăтăшах ачасемпе тĕл пулаççĕ, калаçусем йĕркелеççĕ.

 Хальхинче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакансемпе тĕл пултăмăр. Пушар мĕн сăлтавпа тухма пултарнине, вут-çулăм алхасма пуçласан ăçта шăнкăравламаллине аван ачасем пĕлеççĕ пулин те, хăш-пĕр правилăсене аса илтерни нихăçан та чăрмантармасть. Сасартăк сирена янăраса кайсан мĕн тумалла-ха? Чи малтан аслисем вĕрентнине аса илсе шкултан тухмалла, çухалса каймалла мар, пĕр-пĕрне пулăшмалла. Шăрпăк ачасемшĕн тетте маррине тепĕр хут аса илни те пăсмасть. Хăвăр çывăрнă вăхăтра компьютера, телефон зарядкине, телевизора розеткăран кăлармалла.

 Вут-çулăм пысăк инкек кỹнине кашнийĕ ăнланмалла тата пĕлмелле. Шел, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни - шăпах "хĕрлĕ автан" алхаснин сăлтавĕ. Пушар алхаснă тĕп сăлтавсем - вут-çулăмран асăрханманни, электроприборсемпе пĕлсе усă курманни, кăмака юсавсăр пулни тата ытти те. Вут-çулăм тухнине асăрхасассăн тỹрех "01" е "112" номерпе шăнкăравламалла. Çухалса каймалла мар.

Д.КУЗЬМИН, районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ



"Каçал Ен"
12 сентября 2017
14:50
Поделиться
;