Комсомольский муниципальный округ

Сумлă юбиляр

Каçал тăрăхĕ вăрăм ĕмĕрлĕ çынсенчен пуян, вĕсенчен пĕри - Шемдиан Шарафутдиновна Шарафутдинова.

 Шемдиан Шарафутдинова Чĕчкен ялĕнче пурăнать. Тыл ĕçченĕ çак кунсенче хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Хисеплĕ ватăна саламлама Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Людмила Григорьева, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Ульдина çитнĕ. Районтан килнĕ хăнасем Раççей Президенчĕ В.В.Путин янă саламлă çырăва юбиляр патне илсе çитернĕ. Вĕсем Шемдиан аппана Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче тылра ĕçлесе çĕнтерĕве çывăхлатма пулăшнăшăн чĕререн тав тунă, асăнмалăх парнесем парса хавхалантарнă.

 - Тăванусемпе çывăх çыннусен ăшшине туйса тата та нумай çул пурăнмалла пултăр, - тенĕ хăнасем.

 Юбиляр вара тимлĕхшĕн тата хăйĕн çинчен манманшăн, калаçушăн хăнасене тав сăма-хĕсем каланă. "Çулĕсене пăхмасăрах тăнпа калаçать, иртнисене те ас тăвать", - теççĕ хисеплĕ "Ĕç ветеранĕ" çинчен тăванĕсем.

 Шемдиан аппа пĕр хĕр çуратнă, ăна тĕрĕс воспитани парса пăхса çитĕнтернĕ. Сумлă юбиляр хăйĕн виçĕ мăнукĕпе тата мăнукĕсен виçĕ ачипе чунтан савăнать. - Текех нихăçан та вăрçă ан тухтăрччĕ. Ун тертне сирĕн курмалла, туймалла ан пултăрах, - тет вăл куççульне шăлса.

А.Денисова



"Каçал Ен"
12 сентября 2017
14:51
Поделиться
;