Комсомольский муниципальный округ

Утаршăн - штраф

Чăваш Республикин Çут-çанталăк министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енри вăрмансенче саккуна пăсса вĕлле хурчĕсене вырнаçтарнă 20 тĕслĕх тупса палăртнă.

 Çавна май ку тĕлĕшпе административлă ĕçсем пуçарнă.

 Раççей Федерацийĕн Вăрман Кодексĕн 38-мĕш статйипе килĕшỹллĕн, вăрманта утар тытма ирĕк пур, анчах çĕр лаптăкне укçасăр усă курма ыйтса çырмалла. Кирлĕ документсене Чăваш Республикин Çутçанталăк министерствине çитермелле. Унсăрăн вăрманта вĕлле хурчĕсене тытнăшăн штраф тỹлеме тивĕ. Район прокуратури.



"Каçал Ен"
12 сентября 2017
14:13
Поделиться
;