Комсомольский муниципальный округ

Халăхран пухакан сĕт мĕнле-ши?

Мĕнле кăна апат-çимĕç сĕнмеççĕ пулĕ паян? Çапах хăшне туянасси шухăшлаттарать. Сутлăхра йăл- тах пахалăхлă апат-çимĕç пулнинче вара тĕпчевсен пĕтĕмлетĕвĕ иккĕленỹ çуратать. Россельхознадзор ĕçченĕсем çулсерен апат-çимĕç пахалăхĕн тата хăрушсăрлăхĕн мониторингне йĕркелеççĕ. Ку ĕç патшалăх заданийĕпе пулса пырать. Хуçалăхсене, суту-илỹ вырăнĕсене тĕрĕсленĕ чухне чĕртавартан пробăсем илсе лабораторире тĕпчеттереççĕ. Кăçал аш-какай, сĕт тата унăн продукцине, çăмарта, пулă, выльăх-чĕрлĕх апатне тĕрĕслеме плана кĕртнĕ. Пурĕ 334 проба илмелле. Çурла уйăхĕн пуçла- мăшĕ тĕлне 140 ытла пробăна тĕпченĕ те ĕнтĕ. Урăх регион продукцийĕ те, республика территорийĕнче пуçтарнă сĕт те иккĕленỹ çуратнă. Сăмахран, Тамбов облаçĕнчен кỹрсе килнĕ чăх какайĕнче нитрофурансем тата унăн метаболичĕсем пурри çиеле тухнă. Нитрофурансем микробпа кĕрешмелли препаратсем шутланаççĕ, вĕсемпе производствăра кайăк-кĕшĕк чирлесрен усă кураççĕ. Нитрофурансем ашра пурри чăхха вăхăтран маларах пуснине пĕлтерет. Специалистсем каланă тăрăх, çакнашкал какая пĕрмаях çисен çыннăн пыршăлăх микрофлори пăсăлать тата антибиотиксен витĕмĕ чакать, анеми чирĕ аталанас хăрушлăх та пур. Мускав облаçĕнчен килнĕ услам çăва вара ỹсен-тăран çăвĕпе хутăштарни палăрнă. Кунран ытла сĕт пахалăхĕ калаç- тарать. Кăçал республикăра илнĕ 8 пробăра пыршăлăх палочкисем (мезофильные аэробные и факультативные ана-эробные микроорганизмы) тупса палăртнă. Вĕсем нумай пулни вар-хырăма пăсма, организма наркăмăшлантар- ма пултарать, уйрăмах пĕчĕк ачасем- пе хавшак сывлăхлă аслă çулти çынсенне. Пĕр проба Улатăр районĕнчи уйрăм хуçалăхран илнĕскер пулнă. 7-шне Элĕк районĕнчи обществăра пухнă. Кунта Етĕрне, Вăрнар, Элĕк, Красноармейски районĕсенчи ялсенче пуçтарнă сĕте йышăнаççĕ. Тĕрĕслев ирттернĕ кун общество 5 усламçăран сĕт туяннă. Анчах та пĕрин кăна сĕт хăрушсăр пулнине çирĕплетекен ветеринари докуменчĕсем пулнă. Ытти пробăсене усламçăсен сĕт турттаракан автоцистернисенчен илме тивнĕ. Тĕрĕссипе, çынсенчен пухакан сĕт пахалăхне тĕпчес ĕç вĕçленмен-ха. Россельхознадзорăн республикăри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ, çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби прокуратура ĕçченĕсемпе пĕрле ытти районсенче кунашкал тĕпчевсем йĕркеленĕ е çитес вăхăтра пулĕç.

Н.ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ



"Каçал Ен"
22 сентября 2017
13:22
Поделиться
;