Комсомольский муниципальный округ

Президент гранчĕн конкурсĕ

"Социаллă проекта пурнăçа кĕртмешкĕн Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне мĕнле илмелле?" Асăннă темăпа Наци библиотекинче коммерциллĕ мар организацисем (НКО) валли семинар йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче коммерципе çыхăнман 1372 организаци ĕçлет. Çакнашкал пĕрлешỹсем валли паракан Президент гранчĕсен пĕрремĕш конкурсне кăçал Чăваш Енрен 35 заявка тăратнă, вĕсенчен 4-не жюри членĕсем çĕнтерỹçĕсен йышне кĕртнĕ. Проектсене пурнăçа кĕртмешкĕн 4,7 миллион тенкĕ уйăрнă. Президент гранчĕсен фончĕн генеральнăй директорĕ Илья Чукалин НКОсем валли иккĕмĕш конкурс пуçланнине, заявкăсене авăн уйăхĕн 29-мĕшĕччен йышăннине тепĕр хут аса илтернĕ. Çакна та палăртмалла, кăçал грантсем валли пĕтĕмпе 7 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çав вăхăтрах Илья Чукалин Чăваш Енре Раççей Президенчĕн грантне илекен НКОсен шучĕ ỹсессе шаннине пĕлтернĕ. - Эпир вырăна тухса йĕркелекен семинарсене лайăх, ырă, çутă пуçару ну-маййипе палăрнă регионсенче ирттеретпĕр. Сирĕн республикăра та çĕнĕ, кăсăклă 4 проект кăна мар, вĕсен шучĕ самай нумайрах, - тенĕ Илья Владимирович.



"Каçал Ен"
22 сентября 2017
13:19
Поделиться
;