Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 13293 гектар çинче çапса тĕшĕленĕ. 35081 тонна тыр-пула пỹлмене кĕнĕ. Çак ĕçе 17 хуçалăхра вĕçленĕ, часах ытти хуçалăхсенче те пĕтерессе шанатпăр. Вырма ĕçĕсене пĕтернĕ хуçалăхсен вара ĕçе вĕçлемен ял хуçалăх предприятийĕсене, фермер хуçалăхĕсене комбайнсемпе пулăшни çак тапхăрта уйрăмах питĕ кирлĕ. Çавăнпа та пĕр-пĕринчен пулăшу ыйтмалла, мĕншĕн тесен вырмана çывăх вăхăтра вĕçлесчĕ. Чылай хуçалăхра çĕрулми анисем çинче ĕçлеççĕ. Асăннă тапхăр тĕлне "иккĕмĕш çăкăра" 299 гектар çинчен 6328 тонна кăларнă, ку вăл палăртнин 36 проценчĕпе танлашать. Пĕтĕмĕшле кăлармалли лаптăк - 883 гектар. Çавăнпа та пĕтĕм вăя "иккĕмĕш çăкăра" пухса кĕртме ярасчĕ. Колхозсемпе ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те пырать. Çĕр ĕçченĕсем кашни уяр кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. 3158 гектар çĕр хатĕрленĕ, пурĕ 3523 гектар сухаланă.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ



"Каçал Ен"
22 сентября 2017
13:26
Поделиться
;