Комсомольский муниципальный округ

Драма театрĕ - гастрольте

Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Мускавра, "Таганка актерĕсен пĕрлĕхĕн" театрĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пысăк гастролĕ уçăлнă. Мускав çыннисемпе кунта пурăнакан ентешсем Иоаким Максимов-Кошкинскин "Константин Иванов" пьеси тăрăх СССР халăх артисчĕ, чăваш театрĕн пултарулăх ертỹçи Валерий Яковлев лартнă "Вĕри юнлă çемçе чун" спектакльпе паллаштарнă. Чăвашсем Мускавра пĕрремĕш хут гастрольте 2013 çулхи кĕркунне пулнă. Ун чухне йăхташсемпе тĕп хула çыннисем Федерико Лоркăн "Арçынсăр хĕрарăм", Арсений Тарасовăн "Инçет телей çути", Николай Сидоровăн "Вĕçкĕн Ваççан çиччĕмĕш арăмĕ" ĕçĕсемпе паллашнă.



"Каçал Ен"
26 сентября 2017
10:10
Поделиться
;