Комсомольский муниципальный округ

Кунĕпех сар хĕвел ытамĕнче

- Кĕрхи çанталăк çурма ăслă, - тенĕ шур сухалсем. Ку, тен, чăнахах та çапла пуль. Ара, çавăнтах çумăр шăпăртаттарса иртет, часах сивĕтсе ярать, кăштахран, авă, сар хĕвелĕ йăл кулма хăтланкалать. Кĕрхи çанталăк кăна мар, кăçалхи çулĕ те, ыттисемпе танлаштарсан, хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăрать. Ку пулăм вара ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсен умне уйрăмах пысăк яваплăх кăларса тăратать. Кашниех уяр çанталăкпа туллин усă курса юлас тет. Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртесси вĕçленнĕ тесен те юрать ĕнтĕ, кĕр тыррисем те чылай лаптăк çине акăннă.

- Владимир Казаков фермер патĕнче механизаторта тăрăшатăп. Хуçалăхра вырма вĕçленнĕ май, "Дружба" ЯХПК ертỹçи Ремис Мансуров ыйтнипе, унта çул тытрăм. Ĕçлекенсем пур çĕрте те кирлĕ. Пĕр-пĕрне пулăшнипе алă хуçăлса ỹкмест-çке, - хăйĕн шухăш-туйăмĕпе паллаштарчĕ Федор Евграфов механизатор.

Федор Сидорович - чи харсăр ĕçченсенчен пĕри. Арçын ĕмĕрĕпе ял хуçалăхĕнче тар тăкать: сухалать, акать...

- Çуллахи вăрăм кунсенче яланах хирте тăрăшатăп, тăри юррине итлесе киленейместĕп пулин те, сар хĕвел ытамĕнче савăнатăп, - тет вăл йăл кулса.

Федор тете механизаторта 35 çул тăрăшать. Вăл малтанах "Красный Октябрь" колхозра ĕçленĕ, каярах Владимир Казаков фермер хуçалăхне вырнаçнă. Кĕçĕн Çĕрпỹел ялĕнче çуралса ỹснĕскер, тăван ялĕнчех тĕпленнĕ, çемье чăмăртанă, виçĕ ачана кун-çул парнелесе вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕсем ĕнтĕ халĕ хăйсем çемьеллĕ, Мускав хулинче пурăнаççĕ. Ывăлĕ вара Тверь хулинче вĕренет. Йĕкĕт шăпине çар ĕçĕпе çыхăнтарас тĕллевлĕ.

А.ДЕНИСОВА



"Каçал Ен"
26 сентября 2017
09:51
Поделиться
;