Комсомольский муниципальный округ

Тăрăшсан пурте пулать

Ял хуçалăх тытăмĕнче тăрăшакансене патшалăх пур енлĕ пулăшма тăрăшать. Пĕчĕк процентлă кредитсенчен пуçласа лизинг мелĕпе туяннă автотранспорт таранах. Унсăр пуçне хăйсен шăписене ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă тата çыхăнтарас ĕмĕтлĕ граждансене пулăшас тĕллевпе Чăваш Енри Ял хуçалăх министерстви те çулсеренех тĕрлĕрен конкурссем ирттерет. Вĕсенчен пĕри - грантсем. Кун пирки райадминистрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕпе В.А.Никифоровпа калаçрăмăр.

- Вячеслав Анатольевич, ял хуçалăх ĕçченĕсене тивĕçекен грантсем çинчен тĕплĕнрех каласа параймăр-ши? Камсене параççĕ, мĕнле документсем кирлĕ?

- Хальхи вăхăтра Чăваш Енре асăннă конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ пырать. Унта сĕт-çу тата аш-какай туса илес текен мал ĕмĕтлĕ граждансем хутшăнма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, "Выльăх ĕрчетекен çемье ферми" программăна хутшăнса 10 миллион тенкĕ таранах грант çĕнсе илме пултарать. Паллах, чи малтан бизнес-план хатĕрлемелле. Кунта вара хăвăр ирттерес текен пур ĕçсене те палăртмалла. Калăпăр, çак укçапа усă курса мăйракаллă шултра выльăх туянасси, чĕлхесĕр янаварсен витисене реконструкцилесси, тĕпрен çĕнетесси тата ытти ĕçсем те.   Программăна хутшăнас    текенсен кăçалхи   октябрĕн 5-мĕшĕччен документсене Ял хуçалăх министерствине çитермелле.

- "Çамрăк фермер" программа пирки те вулакансене тĕплĕнрех ăнлантарса параймăр-ши?

- Программа условийĕпе килĕшỹллĕн Гранта фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ярас е ăна аталантарас текен хресчен-фермер ертỹçисем илме пултараççĕ. Программăна хутшăнас текенсен заявленипе пĕрле документсем те илсе килмелле. Вĕсем пирки тĕплĕнрех ЧР Ял хуçалăх министерстви сайтĕнче е районти ялхуçалăх тата экологи пайне шăнкăравласа пĕлме пултаратăр. Документсене октябрĕн 6-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17 çурт, 216 кабинет.

- Пирĕн районта программăсемпе усă курса фермер хуçалăхĕсем йĕркелес ĕмĕтлĕ çамрăксем пур-и?

- Хальхи вăхăт тĕлне районтан "Çамрăк фермер" программăна хутшăнса субсиди илме 2 çын çеç заявлени панă. Выртакан чул айне шыв юхса кĕмест теççĕ, тăрăшсан пурте пулать.

- Вячеслав Анатольевич, калаçушăн тавтапуç. Мал ĕмĕтлĕ хастар çамрăксем татах та тупăнĕç тесе шансах тăратпăр.

А.ИСАЕВА



"Каçал Ен"
26 сентября 2017
09:49
Поделиться
;