Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

"Искра" колхоз механизаторĕсем халĕ кукуруза анинче ĕçлеççĕ. Хуçалăхра "уй-хир пики" валли 70 гектар уйăрнă пулсан, вĕсенчен 40 гектарне пухса кĕртме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Кукуруза аван ỹссе çитĕннĕ, халĕ унран ĕçченсем паха силос янтăлаççĕ. Паянхи кун тĕлне ăна 2361 тонна хатĕрленĕ те ĕнтĕ.

Çĕрулмине сентябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне районта 703 гектар çинчен кăларнă, ку вăл палăртнин 80 проценчĕпе танлашать. Ытти пахча çимĕçе вара 17 гектар çинчен 566 тонна пухса кĕртнĕ.

Кĕрхи культурăсене акас ĕç районта вĕçленнĕ. Вĕсен лаптăкĕ пурĕ 3266 гектарпа танлашать. Хуçалăхсенче пурĕ 5396 гектар çĕр сухаланă.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ



"Каçал Ен"
29 сентября 2017
10:17
Поделиться
;