Комсомольский муниципальный округ

Чартак алиментран хăтарĕ тенĕ-ши?

Мĕнле путиш кăна курмаççĕ пулĕ суд приставĕсен службин уйрăмĕнче тăрăшакансем? Суд 27 çулхи арçыннăн шалăвĕн 1/2 пайне çул çитмен пепкине пăхса çитĕнтерме памалла тесе йышăну кăларнă пулнă. Анчах та çакскер ачасем çимесĕр-тумланмасăр ỹсеççĕ тесе шутлать пулас, парăма тỹлеме шутламан. Çавна май арçыннăн патшалăх умĕнчи парăмĕ 70 пин тенке çитсе ларнă.

Суд приставĕсем парăмçăпа калаçма килне çитнĕ. Анчах та вĕсене шалтан питĕрнĕ çăра çеç кĕтсе илнĕ, шал енчисем вара алăка уçма васкаман та. Шакканă-калаçнă сасă чăрмантарнине пула-ши, часах чỹречерен хĕрарăм пуçĕ курăннă. Вăл чĕнмен хăнасене кĕртме шутламаннине пĕлтернĕ. Крыльца çине арçыннăн ашшĕ тухнă. Ывăлĕ килте мар тесе çине тăрсах çирĕплетнĕ вĕсем, пỹрте кĕртме ыйтсан хирĕçсех кайнă. Саккун представителĕсем шала кĕнĕ-кĕнех. Йăлари техникăпа пневматика хĕç-пăшалне арестленĕ чухне вĕсем пỹрт маччинче темĕн чăштăртатнине илтеççĕ. Приставпа кил хуçи чартака хăпараççĕ. Кивĕ кĕпе-йĕм купи айĕнче "Карлсонăн" пуçне асăрхаççĕ. Е маччара пытанса парăм тỹлесрен хăтăлăп тенĕ-ши мĕскĕнскер?

Алимент тỹлесрен тарса çỹрекен арçын тĕлĕшĕпе суд приставĕсем административлă йĕркене пăсни çинчен протокол çырнă, суд ăна 40 сехет ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме йышăннă.

Çулталăк пуçланнăранпа Комсомольски районĕнче пурĕ 24 парăмçа тупса палăртнă, вĕсене кашнине ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме йышăну кăларнă. 5 парăмçă тĕлĕшĕпе вара уголовлă ĕç пуçарнă.

В.ИВАНОВ,

суд приставĕсен районти уйрăмĕн начальникĕ



"Каçал Ен"
03 октября 2017
08:59
Поделиться
;