Комсомольский муниципальный округ

Паспорт - МФЦ урлă

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 14 çул тултарнă çамрăксем РФ гражданинĕн паспортне районти Нумай функциллĕ центр урлă илме пултараççĕ.

14 çула çитнĕ ачашăн çуралнă хут тĕп документ пулаймасть. Çавăнпа та çуралнă кун хыççăн пĕр уйăх иртиччен çамрăкăн "Манăн документсем" НФЦна çитсе паспорт илме заявлени памалла.

Пурнăçри пĕрремĕш паспорта илме нумай функциллĕ центра çак документсене тăратмалла:

- ачан çурални çинчен калакан свидетельство;

- 35х45 мм икĕ сăнỹкерчĕк;

- патшалăх пошлинине тỹленине ĕнентерекен квитанци;

- яланхи прописка пуррине кăтартакан документ;

- РФ гражданлăхне çирĕплетекен документ (çурални çинчен калакан свидетельствăн тỹнтер енне лартнă паллă).

Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕн паспорчĕсем, вĕсенче ача çинчен палăртни кирлĕ.

14 çула çитсен паспорт илесси - кашни гражданинăн саккунпа палăртнă тивĕçĕ.

О.ГРИГОРЬЕВА,

МФЦ директорĕ



"Каçал Ен"
03 октября 2017
08:59
Поделиться
;