Комсомольский муниципальный округ

Хăюллă ачасемпе тĕл пулнă

Пирĕн хушăмăрта хастар чĕреллĕ çынсем сахал мар. Вĕсен паттăрлăхĕ, чылай чух, пуçа вырнаçмасть. Ара, хăшĕ-пĕри кăштах пăлхавлă лару-тăрура та çухалса каятпăр мар-и? Шкулта вĕренекен ачасем хăрушлăха лекнĕ çынсен пурнăçĕсене çăлни вара уйрăмах тĕлĕнтерет. Çакăн евĕр паттăрла ĕç тума таса кăмăлпа ырă чĕре, патриот туйăмлă пулни кирлĕ.

Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакăн евĕр хастар шкул ачисемпе ятарласа тĕлпулу ирттернĕ. Унта çамрăк паттăрсемпе Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, ачасен ашшĕ-амăшĕпе вĕренỹ учрежденийĕсен директорĕсем пухăннă.

Регион Пуçлăхĕ хăюлăхпа палăрнă маттурсене ырласа тав тунă. Вĕсен паттăрлăхĕ ытти çынсемшĕн чĕрĕ тата ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнине асăннă вăл. Çав вăхăтрах Михаил Игнатьев ашшĕ-амăшне хăйсен ачисене паха ăс парса тивĕçлĕ çитĕнтернĕшĕн мухтанă. Сăмахне малалла тăснă май вăл ачасене çĕршывăн чăн-чăн ывăлĕсем тесе пысăк хак панă. Асăннă мероприятие Комсомольски районĕнчен пилĕк яш хутшăннă. Тăваттăшĕ - Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн аслă классен вĕренекенĕсем Владимир Прокопьев, Яков Макаров, Григорий Ильин, Сергей Иванов. Çамрăксем хăюлăхне Тукай ялĕнче пулнă пушарта кăтартнă. Вĕсем, аслисем пулăшнипе, 8 çулхи ачана çунакан çуртран илсе тухма пултарнă, унăн куккăшне вара, шел пулин те, çăлайман.

Дмитрий Степанова илер тата. Вăл Асанкасси вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра ăс пухать. Анчах та çулĕсене кура мар харсăр та хăюллă. Арçын ача çунакан пỹртĕн алăкне çĕмĕрсе кĕрсе ватă çынна пушартан илсе тухнă.

Ачасем пирки ыррине çеç калама пулать. Шкулта аван ĕлкĕрсе пыраççĕ, çав вăхăтрах спортпа та туслă. Владимир Прокопьев вара - "Наследие" шырав отрячĕн членĕ. Шкул ачи историпе кăсăкланать, Тăван çĕршывăн Аслă Отечествăлла вăрçинче пуç хунă салтаксен шăписемпе интересленет. Обществăлла ĕçре хастарскер ăмăртусемпе конкурссенчен те пăрăнса юлмасть. Сергей Иванов экологи юхăмĕнче тăрăшать, тусĕ пекех, район шайĕнче иртекен тĕрлĕрен мероприятисене хутшăнать. Яков Макаров та шкул пурнăçне хастар хутшăнать, вĕренỹре те, спортра та маттуррипе палăрса тăрать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ ачасене çакăн пек маттур пулнăшăн мухтанă, вĕсене алла çыхмалли сехет парса чысланă.

- Малашне те инкеке лекнисене ан пăрахăр, - тенĕ вăл сывпуллашнă май.



"Каçал Ен"
06 октября 2017
10:14
Поделиться
;