Комсомольский муниципальный округ

Шупашкарта - ДНК лаборатори

Шупашкарта Шалти ĕçсен министерствин ДНК-лабораторийĕ уçăлнă. Ку - питĕ меллĕ. Унччен ДНК тĕпчевĕпе çыхăннă экспертизăсене Тутарстанра тума тивнĕ, халĕ ку ĕçе хамăр патрах пурнăçлаççĕ.

ДНК-лабораторие савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унта ЧР пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ ШĔМĕн экспертизăпа криминалистика службин тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Петр Гришин, ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин хутшăннă. Петр Гришин Раççейре 62 ДНК-лаборатори ĕçленине палăртнă. Шупашкарта кунашкал лаборатори уçăлни пысăк пулăшу кỹрĕ. Унччен экспертиза материалĕсене ют регионсене янă, çавна май вăрах кĕтме тивнĕ.

Хăнасем çĕнĕ лабораторипе паллашнă. Тĕпчевсен зонинче экспертиза тумалли объектсене уйрăм пỹлĕмре йышăнаççĕ, унсăрăн пĕри теприне лексе варалама пултарать. Кун пек чухне тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕ тĕрĕс мар пулас хăрушлăх пур. Тĕпченĕ чухне япаласене сĕтел çине шурă хут сармасăр хумаççĕ. Лаборатори ĕçченĕсем шурă халат тăхăнаççĕ. Кунти чылай ĕçе кăткăс оборудовани автомат мелĕпе пурнăçлать. ДНКна юн тăрăх кăна мар, тарпа сĕлекерен те, çỹç пĕрчисенчен те уйăраççĕ. Лаборатори "ашшĕ е амăшĕ кам?" йышши ыйтусен хуравне шырамĕ. Кунта урăх тĕллев - преступленисене уçса пама пулăшасси. Лаборатори пуçлăхĕ Сергей Лисицын каланă тăрăх, тăванлăха палăртмалли экспертизăсем ирттерĕç, анчах уголовлă ĕçсене тĕпченипе килĕшỹллĕн кăна. Пĕр экспертиза 4,5 пин тенкĕ тăрать. Лаборатори ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн çуртĕнче вырнаçнă. Ăна хута ямашкăн 50 миллион тенкĕ тăкакланă. Унта халĕ тăхăр çын ĕçлет. Вĕсене РФ ШĔМĕн Экспертизăпа криминалистика центрĕнче ятарласа вĕрентнĕ.



"Каçал Ен"
06 октября 2017
10:13
Поделиться
;