Комсомольский муниципальный округ

Сума суни савăнтарчĕ

Октябрĕн пуçламăш кунĕсенче районти ветерансен организацийĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Унта аслă ăрури çынсене пырса тивекен чылай ыйтăва район администрацийĕн, ытти структурăсен специалисчĕсемпе пĕрле пăхса тухса сỹтсе яврăмăр.

Канашлу хыççăнах "Вăрçă ачисем" обществăлла организаци членĕсем уйрăммăн пухăнтăмăр. Кашнине хумхантаракан ыйтусем тавра калаçу пулчĕ. Пĕрле пуçтарăннă чух Ваттисен кунне те уявларăмăр. Пĕр-пĕрин салам сăмахĕсем, ырă сунăмĕсем чĕресене ăшăтрĕç, чуна савăнтарчĕç. Комсомольски райпо совечĕн председателĕ Людмила Сорокина та вăрçă ачисене саламлама çитрĕ. Çавăн пекех райпо ĕçченĕсем ветерансене уяв сĕтелĕ хушшине чĕнсе тутлă апат-çимĕçпе, техĕмлĕ чейпе сăйларĕç. Пире çапла сума суса хисепленĕшĕн потребкоопераци ĕçченĕсене чунтан тав тăватпăр, пурнăçра, ĕçре малашне те ăнăçусем сунатпăр.

А.ТУРХАНОВ,

"Вăрçă ачисем" организаци председателĕ



"Каçал Ен"
06 октября 2017
10:07
Поделиться
;