Комсомольский муниципальный округ

Телейлĕ анне, хисеплĕ вĕрентекен

Этемме хăйне телейлĕ туйма нумай кирлĕ-ши? Чăн телей вăл - çемьере. Хыççăнах вара - юратнă ĕç, тăнăçлăхпа ăнăçу... Шурут вăтам шкулĕнче 30 çула яхăн вĕрентекенре тăрăшакан Галина Симакова - чи телейлĕ çынсенчен пĕри.

Галина Сергеевна ачаранах вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Паллах, ку туртăм хĕрача хăйĕн пĕрремĕш учительне Галина Прокопьевна Уразаевăна чунтан юратнипе, хисепленипе çыхăннă. Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе Галя, вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн, Ульяновск хулине çул тытать. Педагогика институтне çăмăллăнах вĕренме кĕрет вăл. Дипломлă специалист Шурут вăтам шкулĕнче географи тата биологи предмечĕсене вĕрентме пуçлать.

- Пĕрремĕш вĕрентекенĕм - манăн çывăх юлташăм. Ĕçе пуçăнсанах (пĕлмен япала пирки ыйтсан) вăл яланах пулăшатчĕ, ăшă сăмахĕсем те тупăнатчĕç унăн. Ырă та тарават кăмăллă çынна ĕçтешĕсем те, кĕçĕн çулхисем те сума сăватчĕç, - аса илет Галина Сергеевна шкулти пирвайхи кунĕсене.

Биологи урокне ертсе пынă Анисия Константиновна Алексеева пирки те ырă сăмахсемпе аса илет хĕрарăм.

Юратнă вĕрентекенĕсен сукмакне такăрлатать Галина Симакова. Хальхи вăхăтра вăл Шурут вăтам шкулĕнче географи учителĕнче тăрăшать. Ĕçре тăрăшуллă та анлă тавракурăмлă вĕрентекене директор çумĕ пулма шаннă. Çавна май пултаруллă учитель ялан шыравра: ĕçтешĕсене вĕренỹпе воспитани ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарать, пултарнă таран пулăшма тăрăшать.

- Галина Сергеевна уроксене кăсăклă ирттерет. Ку вăл, паллах, тĕрлĕ формăпа усă курма тăрăшнинчен килет, - теççĕ ун çинчен ĕçтешĕсем. - Ачасем урока тĕплĕ хатĕрленсе килеççĕ, учительпе пĕрле вĕсем те чылай çитĕнỹ тăваççĕ. Тĕслĕхрен, иртнĕ вĕренỹ çулĕнче географи предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра 3 ача малти вырăнсемпе палăрчĕ.

Галина Симакова - пултаруллă вĕрентекен. Ăна ĕçри çитĕнỹсемшĕн пĕрре мар Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем парса чысланă. 2016 çулта вăл, сăмахран, Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹпе наука министерствин Хисеп грамотине, асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ.

Обществăлла ĕçе те активлă хутшăнать Галина Сергеевна. Юрра-ташша кăмăллаканскер шкулта, ял тăрăхĕнче иртекен тĕрлĕ мероприятисенчен пачах та юлмасть. Гитарăпа та выляма пĕлет хĕрарăм, вăл çырнă сăвăсем вара ял-йыш чĕринче упранаççĕ.

- Эпĕ юратнă анне, асанне. Мăнукăмсемпе чунтан савăнатăп, чĕре ăшшине вĕсене паратăп. Çынна ырă тума пултарни - çакă пурнăçри чи пысăк савăнăç, - терĕ Галина Сергеевна сывпуллашнă май.

А.ДЕНИСОВА



"Каçал Ен"
06 октября 2017
10:10
Поделиться
;