Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Районта "иккĕмĕш çăкăрăн" лаптăкĕ пушансах пырать.

Ăна кăçал пирĕн тăрăхра пурĕ 883 гектар лартнă. Октябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне çĕрулмине 873 гектар çинчен пухса кĕртнĕ те ĕнтĕ. Ку вăл палăртнин 90 проценчĕ шутланать. Çанталăк уяр тăнă тапхăрпа "Заря" ЯХПК ĕçченĕсен туллин усă курма тăрăшмалла, çу каçа тар тăкса çитĕнтернĕ тымар çимĕçе çывăх вăхăтрах пухса кĕртмелле.

"Уй-хир пики" пирки калас пулсан, ăна 277 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Ку - палăртнин 40 проценчĕ. Кукуруза аван ỹссе çитĕннĕ. Асăннă культурăран ял хуçалăх ĕçченĕсем паха силос янтăлаççĕ. Сăмах май каласан, ăна паянхи кун тĕлне районĕпе пурĕ 13133 тонна хатĕрленĕ. Ку енĕпе Атласкинăн фермер хуçалăхĕпе "Искра" колхоз аван ĕлкĕрсе пыраççĕ, вĕсенчен "Восток" ЯХПК ĕçченĕсем те юлмаççĕ.

Пахча çимĕçе 85 гектар çинчен 2024 тонна пуçтарса кĕртнĕ. Гектарти вăтам тухăç - 238 центнер.

Кĕрхи культурăсене акас ĕç районта вĕçленнĕ, халĕ хуçалăхсенче тăрăшсах çĕртме тăваççĕ. Çак ĕçе пурĕ 8263 гектар çинче пурнăçланă. Умра - хура кĕркунне. Часах ăмăр та çумăрлă кунсем пуçланĕç, унтан шăнтма та пуçлĕ. Çавăнпа та палăртнă ĕçе çывăх вăхăтра вĕçлемелле.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ,

район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп агрономĕ



"Каçал Ен"
10 октября 2017
08:24
Поделиться
;