Комсомольский муниципальный округ

Конкурсра маттур

Çак кунсенче "Цветочная рапсодия" республикăри творчество конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Конкурса воспитательсен тата шкулчченхи пĕлỹ паракан ĕçченсен, Учительсен уявĕ ячĕпе йĕркеленĕ. Виçĕ номинаципе ирттернĕ конкурса республикăри 18 районти тата 5 хулари ача садне çỹрекенсем тата вĕренекенсем хутшăннă. Пурĕ - 382 ача. Районти ачасем те конкурсран айккинче юлмарĕç.

"С днем воспитателя" номинацире "Пучах" ача сачĕн воспитанникĕ Есения Карзакова (ертỹçи Зинаида Ксенофонтова) виççĕмĕш вырăн йышăннă. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакан Аня Пермякова (ертỹçи Людмила Галкина) "С днем учителя" номинацире лауреат пулса тăнă. "Любимому учителю" номинацире Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕн вĕренекенĕ Андрей Филиппов (ертỹçи Людмила Шорникова) 3-мĕш вырăна тухнă. Çĕнтерỹçĕсене Дипломсемпе тата парнесемпе чысланă.

П.РОДИОНОВ



"Каçал Ен"
13 октября 2017
08:44
Поделиться
;