Комсомольский муниципальный округ

Конкурсра палăрнă

Экологи çулталăкне халалласа майăн 1-мĕшĕнчен сентябрĕн 17-мĕшĕччен республикăри культура учрежденийĕсем хушшинче "Илеме хамăр алăпа тăватпăр" смотр-конкурс йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ - культурăпа кану учрежденийĕсем вырнаçнă тавралăха илем кỹресси, тирпейлесси. Смотр-конкурсра районти централизациленĕ клуб системи "Муниципаллă районти чи тирпейлĕ культурăпа кану учрежденийĕ" номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă. "Ял тăрăхĕнчи чи лайăх культура учрежденийĕ" номинацире Хирти Мăнтăрти культура çурчĕ иккĕмĕш вырăна тухнă. Культура ĕçченĕсем юрлама, ташлама маттур пулнипе пĕрлех тавралăха тирпейлесе илемлетес ĕçре те пултаруллă иккен.



"Каçал Ен"
13 октября 2017
08:34
Поделиться
;