Комсомольский муниципальный округ

Шахматла выляр-и?

Районта шахмат вăййин ăмăртăвĕсем сахал иртеççĕ. Шăпах çак вăййа аталантарас тĕллевпе октябрĕн 19-мĕшĕнче районти "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче пенсионерсем хушшинче ăмăрту ирттерме палăртнă. Вăл 10 сехетре пуçланать. Унта пенсионерсем хастар хутшăнасса кĕтетпĕр. Çĕнтерỹçĕсен район чысне республика шайĕнче хỹтĕлеме тивĕ.

В.ПУНДЯКОВ



"Каçал Ен"
17 октября 2017
13:05
Поделиться
;