Комсомольский муниципальный округ

Грипп чирĕнчен сыхланăр

Кашни çулах çанталăк сивĕтсен гриппа, шăннипе пулакан ытти чирпе аптракансен йышĕ ỹсет. Шел те, çынсем час-часах сывлăхĕпе тимлĕ мар, чир хăй тĕллĕнех иртессе шанаççĕ. Анчах сипленмесен вăл шала кайма пултарать. Çакна нихăçан та ан манăр.

Грипп - вирус пуçаракан çивĕч инфекци чирĕ. Инфекци çăлкуçĕ - чирлĕ çын, вăл аптраса ỹкнĕрен пуçласа 5-7 кун ыттисене грипп ертме пултарать. Тĕпрен илсен - сывлăш-тумлам мелĕпе. Йăла япалисем, теттесем, аялти кĕпе-йĕм, савăт-сапа урлă куçма пултарнине те асăрхаттараççĕ. Ỹсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă чухне сывлăша грипп вирусĕллĕ микропайсем сирпĕнсе тухаççĕ, 2-10 метр инçĕшне сарăлаççĕ. Сунасланă, ỹсĕрнĕ вăхăтра сăмса-çăвара салфеткăпа е алăпа хуплама, ыттисене хỹтĕлеме тăрăшмалла. Чире ура çинчех ирттерекен пĕр çын 20 çынна вирус ертме пултарнине палăртаççĕ.

Грипăн инкубаци тапхăрĕ кĕске - 2-3 кун. Унăн пуçламăшĕнче ỹт-пỹ температури хăвăрт 39-40 градуса çити ỹсет, мышцăсем, куç улмисем, пуç ыратма тытăнаççĕ, вăй пĕтет, аппетит чакать, ыйхă пăсăлать. Грипп вирусĕ çỹлти сывлав çулĕсене сиенлет, трахея, карланкă, бронхсем шыçаççĕ, çавăнпа типĕ ỹслĕк аптратать. Пыр та ыратма пултарать-ха, анчах ку грипп çумне бактери инфекцийĕ хушăннине пĕлтерет.

Грипп йывăрланман чухне температура 3-4 талăкран чакать, анчах вăйсăрлăх, ывăнчăклăх чылайччен сыхланса юлаç-çĕ. Чире ура çинчех ирттернисен е кирлĕ пек сипленменнисен 7-8 кун хушшинче вăл тĕрлĕ пулăмпа, вируслă энцефалит, чĕре мышци, пỹре, пыршăлăх, ытти сиенленни, йывăрланма пултарать. Час-часах бактери инфекцийĕсем - пневмони, конъюнктивит, гайморит, ытти - аталанаççĕ. Грипп çирĕп çынсене те шеллесе тăмасть. Çапах та ку тĕлĕшпе ватă çынсем, вăрах чирсемпе (астма, диабет, чĕре чирĕсем) аптракансем, ача кĕтекен хĕрарăмсем, пĕчĕк ачасем уйрăмах пысăк хăрушлăхра шутланаççĕ.

Чирлерĕрех пулсан мĕн тумалла? Килтен тухмасăр сипленни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чи тĕрĕс меслет - грипп паллисене вăйсăрлатни. Антибиотиксем е сульфаниламид препарачĕсем ĕçмелле мар, вĕсем вируса нимĕнле витĕм те кỹмеççĕ. Сăмах май, антибиотик организма хỹтĕлекен усăллă микробсене вĕлерет. Грипп чухне антибиотик ĕçсен дисбактериоз пуçланма пултарать. Кирлĕ эмеле сывлăх мĕнлине палăртса тухтăр кăна çырса пама тивĕçлĕ!

Пысăк температурăна чакармалла-и? Ăна кашниех хăйне евĕр чăтса ирттерет. Вăл 38,5 градуса çитсен кăна чакарма пуçламаллине палăртаççĕ. Анчах çакна çирĕплетсех калама çук, уйрăмах ачасем пирки, вĕсен температура ỹссе кайсан шăнăр хутлатма пултарать.

Паллах, чи лайăх меслет - профилактика. Витĕмлĕ хỹтлĕх мелĕсенчен пĕри - вакцинаци. Унри вирус организма грипп вирусне сарăлма тата клеткăсене сиенлеме чăрмантаракан антителасем туса кăларма хистет. Ку час-часах чире асăрхаттарма пулăшать. Çапах та ерсен грипп çăмăлраххăн тата ытлашши кăткăсланмасăр иртет.

Анчах эпидеми тапхăрĕ, тĕпрен илсен, ноябрь - март уйăхĕсене лекет. Çавăнпа вакцинацие кĕркунне пуçламăшĕнче тата варринче ирттерни лайăхрах. Вакцинаци ыйтăвĕпе участок тухтăрĕ патне каймалла.

Хăвăра, çемйĕре грипп тапхăрĕ вăхăтĕнче упрамалли ытти мел те пур. Чирленĕ çынпа хутшăнасран асăрханмалла. Май килмест пулсан сăмса-çăвара медицина маскипе хупласан аван. Пỹлĕмсене тăтăшрах уçăлтармалла, урай çумалла, тусана нỹрĕ татăкпа шăлмалла.

Иммунитета çирĕплетме поливитаминсем, аскорбин йỹçекĕ ĕçмелле. Рациона С витаминлă çимĕçсем - апельсин, йỹçĕтнĕ купăста, киви, шур çырли, лимон, мандарин, грейпфрут - кĕртмелле. Апата кашни кун пĕр-икĕ шăл ыхра хушсан лайăх.

Пỹлĕмсенче вĕтĕ вакланă ыхраллă е суханлă турилккесем лартса тухни витĕмлĕ.

Организма çулталăк тăршшĕпех çирĕплетмелле. Çак ĕçе пуçăнма нихăçан та кая мар. Ку меслет организма грипп вирусĕ лекесрен чи вăйлă хỹтĕлекеннисенчен пĕри шутланать.

"Грипп чирĕнчен асăрханса вăхăтра вакцина туни темрен те пахарах. Кăçал пуçласа чи малтан 5660 доза вакцина килнĕчччĕ. Çавна май ача сачĕсене çỹрекенсемпе шкул ачисене - "Ультрикспа", "Совингриппа", аслисене, йывăр çын хĕрарăмсене - "Совингриппа" вакцинăланă. Халĕ вара тата 5690 вакцина кỹрсе килнĕ. Кам грипп чирне хирĕç вакцина тутарса ĕлкĕрейменнисем тухтăрсем патне çитме пултараççĕ. Пĕр уйăхра грипа хирĕç вакцинăлассине вĕçлеме палăртнă, - пĕлтерчĕ район тĕп больницин эпидемиолог тухтăрĕн пулăшуçи Галина Сергеевна Макарова.

Н.АЛЯКИНА,

терапевт



"Каçал Ен"
20 октября 2017
10:12
Поделиться
;