Комсомольский муниципальный округ

Хамăрăн асăрханмалла

Октябрĕн 18-24-мĕшĕсенче республикăра граждансен ятарлă даннăйĕсене (защита персональных данных) хỹтĕлессипе эрнелĕх иртет.

Ăна Чăваш Республикин Информатика политикин тата массăллă коммуникацисен министерствипе Роскомнадзор Управленийĕ йĕркелеççĕ. Акци тĕллевĕ - ятарлă даннăйсене информаци анлăшĕнче - Интернетра - сыхлама хăнăхтарасси.

Эрнелĕх вăхăтĕнче вĕренỹ учрежденийĕсенче калаçу урокĕсем, тĕлпулусем, семинарсем йĕркелеме палăртнă. Сăмахран, октябрĕн 18-мĕшĕнче районта йĕркеленĕ Информаци кунĕнче те асăннă темăна сỹтсе яврĕç. Паянхи пурнăçра, информаци технологийĕсемпе çав тери анлă усă курнă май граждансен ятарлă даннăйсемпе уйрăмах асăрхануллă пулмалла.

Октябрĕн 24-мĕшĕнче эрнелĕхе пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче тỹрĕ кăмăллă практиксен Кодексне алă пусса çирĕплетĕç.



"Каçал Ен"
20 октября 2017
09:57
Поделиться