Комсомольский муниципальный округ

Спиртлă хутăш сутма чарнă

28 процентран кая мар спиртлă пули-пулми хутăша сутма чарнă. Кунта сăмах эрех пирки пымасть. Чарăвĕ апат-çимĕç шутланман продукцие пырса тивнĕ.

Спиртлă шĕвексем ĕçсе çынсем наркăмăшланни çинчен час-часах илтме тивет. Аптекăсенче тем йышши те пурччĕ пĕр вăхăтра. Тĕрлĕ ароматизатор ярса тултарнăскерсене ĕçке сулăннисем çеç мар, тахçанта пĕрре алла черкке тытаканнисем те тепĕр чух туянни вăрттăнлăх мар.

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнчен вара сутуçăсен тĕрлĕ хаяр шĕвек сутма юрамасть. Чарăва çĕршывăн тĕп санитари врачĕ А.Ю.Попов юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче алă пуснă.



"Каçал Ен"
31 октября 2017
13:51
Поделиться
;