Комсомольский муниципальный округ

Чир-чĕртен вăхăтра асăрханмалла

Пушкăртстанра ящур чирне тупса палăртнă хыççăн Чăваш Енри ветеринарсемпе эпизоотологсем те асăннă ыйтупа çивĕчрех ĕçлеме пуçланă. Выльăх-чĕрлĕх отрас-лĕнче хăрушсăрлăха ỹстермеллине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашлусенче сахал мар хускатнă.

Октябрĕн 30-мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертỹçисемпе ирттернĕ тĕлпулура Чăваш Республикинчи Патшалăх ветеринари службин ертỹçи Сергей Скворцов республикăри лару-тăру пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.

- Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсенче çак чире тупса палăртнă. Ветеринари ĕçченĕсем республикăра выльăх чирĕсем анлă ан сарăлччăр тесе тăтăшах тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ, профилактика ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Кăçал 76 пин тĕпчев ирттернĕ.

Специалистсем ящур чирĕ аталанассине Пушкăртстанра чарса лартнине хыпарлаççĕ, выльăха ятарлă вакцинăпа укол тунă. Эпир те мăйракаллă шултра выльăха лейкоз чирĕнчен яланах сыхă тăрса кирлĕ мерăсене вăхăтра йышăннă. Уртаракан чир выльăхсем хушшинче ан сарăлтăр тесе ятарлă вакцинăсем те туса ĕлкĕрнĕ, - пĕлтернĕ регионти патшалăх тĕп инспекторĕ Сергей Скворцов.

Патшалăхăн ветеринари службин, ветеринари тата фитосанитари надзорĕ енĕпе ĕçлекен федераци службин представителĕсем регионта хăрушлăх çуккине уçăмлăнах çирĕплетеççĕ. Апла пулин те тĕллев - сыхă пуласси.

"Пирĕн самантлăха та тимлĕхе куçран вĕçертме юрамасть - унсăрăн инкекпе тĕл пуласси никама та иккĕлентермест", - палăртнă Михаил Игнатьев.

Ялта пурăнакансен те лару-тăрăва хакласа асăрхануллă пулмалла, выльăх-чĕрлĕхе тимлĕ пăхмалла. Вăхăтра профилактика мероприятийĕсем туни чи кирли. Унпа пĕрлех килти, хуçалăхри мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе страхлассине те шута илмелле. Кун пек чухне тăкаксем сахалрах пулĕç.

"Наско" ОАО страхлакан компанин районти уйрăмĕн начальникĕ Алмазия Шакирзяновна Минибаева пĕлтернĕ тăрăх, ялсенче пурăнакансем выльăх-чĕрлĕхе страхламасăр хăвармаççĕ. Паянхи куна тĕслĕхрен, сăвакан ĕнесене 678 çын страхланă. Инкек куракансене çийĕнчех укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ. Çакă вара вĕсемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ.



"Каçал Ен"
03 ноября 2017
13:40
Поделиться
;