Шăматкун - ăмăрту
Районти "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче ноябрĕн 4-мĕшĕнче спортпа туслисен "Атте, анне тата эпĕ - спорт çемйи" фестиваль иртет. Кăçалхипе асăннă ăмăртăва 4-мĕш хут йĕркелеççĕ. Тупăшу 10 сехетре пуçланать. Çемьесем икĕ ушкăнра ăмăртаççĕ: пĕрремĕшĕ - командăра 8 çул тултмарман ачапа, иккĕмĕшĕ - 9-13 çулхи ачапа. Пурне те спорт фестивальне кĕтетпĕр.
Ю.БОРОВКОВ
"Каçал Ен"