Комсомольский муниципальный округ

Ачасем - уявра

Шкулта кашни çулах кĕрхи уяв йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Ачасем савăнăçлă куна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, тĕплĕн хатĕрленеççĕ: илемлĕ япаласем ăсталаççĕ, ỹкерчĕксем тăваççĕ, юрăсем, ташăсем вĕренеççĕ, классене илемлетеççĕ.

Кăçалхи "Кĕрхи бал" хăйне евĕр хаваслă иртрĕ. Ачасем уяври чи хитре пикепе каччăна палăртрĕç. Вĕсем конкурса хутшăнса хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Чи маттуррисем конкурсра çĕнтерчĕç. Кĕр пики тата каччи ята 8-мĕш класра вĕренекен Мария Свекловăпа Денис Федоров тивĕçрĕç.

Вĕренекенсем конкурссенче питĕ хастар пулнине палăртса хăвармалла. Ачасем уйрăмах стена хаçачĕ хатĕрлессипе маттур пулчĕç. Вĕсем чăннипех те тĕрлĕ енлĕ аталанаççĕ.

В.ПЕТРОВА



"Каçал Ен"
21 ноября 2017
10:36
Поделиться
;