Комсомольский муниципальный округ

Экспертсен клубĕ пулĕ

Ноябрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Наци библиотекинче регионта "Экспертсен клубне" туса хурассипе пресс-конференци йĕркеленĕ.

Пуçаруллă ушкăнăн ертỹçи Олег Сидоров асăннă общество мĕншĕн кирлипе тата унăн малашнехи ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, экспертсен клубĕн тĕллевĕ - республикăра пурăнакансене паянхи общество мĕнле аталаннипе тата тĕп информаципе туллин паллаштарса тăрасси. Тĕслĕх вырăнне вăл Раççей Патшалăх Думинче экспертсен канашĕсем ĕçленине илсе кăтартнă.

- Шăпах çакăн йышши пĕрлешỹсем Чăваш Ене те кирлĕ. Эпир социаллă сетьсенче калаçатпăр-ха, анчах та куçа-куçăн калаçни чи пахи. Хумхантаракан ыйтусене пĕрле пуçтарăнса сỹтсе явмалла, йышăнусем тумалла, - пĕлтернĕ Олег Сидоров.

Малашне вара дискусси площадкисене, ыйтусене сỹтсе явма влаç органĕсен представителĕсене чĕнеççĕ. Унпа пĕрлех республикăри муниципалитетсене те тухса çỹреме палăртаççĕ.



"Каçал Ен"
24 ноября 2017
15:45
Поделиться
;