Комсомольский муниципальный округ

ТУТЛĂ, УСĂЛЛАХ-ШИ?

ыла этемлĕх мĕн ĕлĕкренех пĕлет тата юратать. Ăна тутанса курнă хыççăн çынсем пылак мĕнне пĕлнĕ теççĕ. Енчен те пыл пур çĕрлĕн те çителĕклĕ пулнă пулсан-и индуссен сахăр шутласа кăлармалла та пулмастчĕ-тĕр. Ăна сиплĕхĕшĕн пысăка хурса хакланă яланах. Ун пирки Библире те, Коранра та, ĕлĕкхи мифологире те асăнни пур.

Чăвашсемшĕн те вăл кăмăлланă та паха çимĕç. Хăть мĕнле ярмăрккăра та, пасарта та пур вăл. Анчах та хăшне туянмалла?

РАÇÇЕЙРИ ПЫЛА ТĔПЧЕНĔ ТЕ...

Рационра тивĕçлĕ вырăн йышăннăран çак пылак çимĕçе юлашки çулсенче Россельхознадзор ятарлă мониторинг тĕпчевне кĕртет. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пыл пахалăхĕ пирки тĕплĕнрех калаçма пулать. "Хăшне туянмалла?" - ыйту ахальтен çуралманнине ăнланса илĕ вулакан.

Россельхознадзорăн "Пĕтĕм Раççейри выльăх эмелĕсен тата апачĕн пахалăхĕн тата стандартизацийĕн патшалăх центрĕ" юлашки çулсенче Раççейри пыл пахалăхĕпе уйрăмах кăсăкланать.

Тỹрех калам, унти специалистсем палăртнă тăрăх, пылра ытларах нитрофурансем тупнă. Кунсăр пуçне - тетрациклинсен йышне кĕртнĕ антибиотиксем тата метронидазол. Хими япалисем тупса палăртнă пробăсем - хамăр çĕршыврисемех, чикĕ леш енчен пирĕн пата пыл килменпе пĕрех.

Сăмах май, юлашки икĕ çулта нитрофурансем ытти апат-çимĕçре те час-часах тĕл пулнине палăртаççĕ лаборатори ĕçченĕсем: кайăк-кĕшĕк ашĕнче, çăмартара, сысна какайĕнче тата пулăра. Çапах та пылра пуринчен ытла.

Хăш-пĕр пробăсенче гидроксиметилфурфураль тупса палăртнă. Ку япала пыла чылай хушă ăшăра тытсан тата вĕлле хурчĕсене ытлашши ăшăтнă пылпа, çавăн пекех пыл вырăнне сахăрлă сироппа апатлантарсан, вĕллисене хими япалисемпе тасатсан пулать.

Тетрациклинсен йышне кĕртнĕ антибиотиксем вара выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен отрасльте пĕрмаях усă куракан эмел хатĕрĕсем темелле. Анчах та апат-çимĕçре асăннă препарат юлашкийĕсем тĕл пулаççĕ иккен.

ИККĔЛЕНỸЛЛĔ ПЫЛ

Çапах та пыл патнех таврăнар-ха. Чăваш пылĕ мĕнле-ши? 2016 çулта 0,15 тонна çак продукта сиенсĕрлетме тивни пирки пĕлтерет Чăваш Республикин Патшалăх ветслужби.

Çапах пахалăх пирки калаçма сăлтав пур çав. Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕсем нумаях пулмасть Питĕрти "Мастер Меда" ПК обществăн пылĕнче нитрофурансен метаболичĕсене тупса палăртнă.

Нитрофурансемпе вĕлле хурчĕсене сиплеме усă кураççĕ. Препарат пылра пурри унпа йăнăш усă курнине пĕлтерет. Вĕлле хурчĕсем пыл туман чухне кăна ку препарата пама юрать. Анчах çакна пурте пĕлсех каймаççĕ тата тĕрĕслесех те тăмаççĕ пуль çав.

Пушкăртстан пылĕнче вара метронидазол асăрханă.

ВĔЛЛЕ ХУРЧĔСЕН АПАЧĔ

Шупашкарти пĕр общество пыл хурчĕсем валли Ноземат хушса хатĕрленĕ "Тесто для пчел" тата "Сироп инвентированный для кормления пчел с нозематом в профилактической дозе" текен продуктсен тĕлĕшпе те иккĕленỹ çуралнине палăртать управленин пай пуçлăхĕ Надежда Емельянова.

"Пĕтĕм Раççейри выльăх эмелĕсен тата апачĕн пахалăхĕн тата стандартизацийĕн патшалăх центрĕн" эксперт пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Ноземат - ветеринарире усă куракан эмел препарачĕ, унпа пыл хурчĕсене нозематозран сыватма усă кураççĕ. Инструкципе килĕшỹллĕн - Нозематпа профилактика тĕлĕшпе усă курма юрамасть. Вĕлле хурчĕсем валли Ноземат хушса апат хатĕрлени тата сутни саккунлах мар тесе палăртнă пĕтĕмлетỹре.

Иккĕмĕшĕнчен, ятарлă тĕпчевсем те ирттермен. Сăмахран, çулталăк иртсен Ноземат хушнă апат усăллă-и? Вăл хăрушсăр пулнине те тĕпчесе çирĕплетмен. Инструкципе килĕшỹллĕн, Нозематпа усă курнă чухне - ăна апатпа хутăштарнă самантрах памалла.

Апата хушнăскерĕнне юрăхлă вăхăтне, ăна мĕн чухлĕ хушнине палăртма май çук.

Темле пулсан та чăваш пылĕ япăх теме чĕлхе çаврăнмасть. Хамăр тăрăхри утарсенче пухнă пылпах сипленетпĕр. Малашне те ку пылак çимĕç уссине çеç кỹтĕр.

Надежда ВАСИЛЬЕВА,

Россельхознадзор управленийĕн ĕçченĕ



"Каçал Ен"
24 ноября 2017
15:11
Поделиться
;