Комсомольский муниципальный округ

Семинар иртрĕ

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче Комсомольскинчи территориллĕ, участокри суйлав комиссийĕсен членĕсен семинарĕ иртрĕ.

2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче Пĕрлехи сасăлав кунĕ иртет. Çав кун Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ пулать. Çавна май çĕннине пĕлмелли, хумхантаракан ыйтусене уçăмлатмалли чылай.

 Семинар ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн секретарĕ Сергей Тарасов, Чăваш Ен ЦИК консультанчĕ Наталья Малинина тата Олег Ефремов юрист-консультант, районти территориллĕ суйлав комиссийĕн председателĕ Новелла Розова хутшăнчĕç.

 Районти суйлав комиссийĕсен членĕсен çĕннине вĕренмелли нумай. Çак тĕллевпех семинарсем йĕркелеççĕ, ыйтусене вырăнта уçăмлатаççĕ. Чи кирли - РФ Президенчĕн суйлавне уçă тата тĕрĕс йĕркелеме ха- тĕрленесси. Пĕтĕмпех саккуна пăхăнса пурнăçламалла. Унсăрăн явап тыттараççĕ. Кун пирки Шупашкартан килнĕ хăнасем пĕр хутчен кăна мар асăрхаттар- чĕç.

Çавăн пекех суйлавçăсем валли те çĕнĕлĕх сахал мар. Халиччен вырăнта сасăлама май килменнисене ятарлă удостоверени панă. Çитес çул вĕсем хăйсем ăçта сасăлас теççĕ, çавна шута илеççĕ. Çĕнĕлĕх чăннипех те нумай, вĕсене вĕренмелле. Семинара вĕçленĕ май участоксенчи суйлав комиссийĕсен членĕсем тест çырчĕç.

А.АНТОНОВА



"Каçал Ен"
28 ноября 2017
14:50
Поделиться
;