Комсомольский муниципальный округ

Ваттисене савăнтарнă

Анне! Епле мăнăçлăн, сиплĕн, шанчăклăн, çав вăхăтрах епле ачашшăн илтĕнет çак сăмах. Чỹк уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче çулсеренех Раççейре Анне кунне уявлатпăр. Çак кун эпир çумри чи çывăх çыннăмăрсене саламлатпăр. Мĕн тери пысăк телей вăл "анне" сăмаха илтни.

Элпуç ял тăрăхĕн культура ĕçченĕсем, вырăнти хĕрарăмсен совечĕн членĕсем ноябрĕн 26-мĕшĕнче Хирти Мăнтăрти ваттисен çуртĕнче пулчĕç. Унта пурăнакансене юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Ваттисен çуртне çитме сăлтав та пулчĕ. Хамăр тăрăхра çуралса ỹснĕ Анна Михайловна Маркова унта ватлăх кунĕсене ирттерет. Ял-йыш Анюта аппа тесе хисеплет ăна. Вăл мĕн пĕчĕкрен колхоз ĕçне хутшăннă: тырă вырнă, утă çулнă, выльăх-чĕрлĕх пăхнă.

- Пурнăç çăмăл пулман. Ỹпкелешмен, ĕçленĕ. Мухтав Турра, паянхи кунччен ырă-сывă пурăнатăп,- куçне шăлса илет кинеми. Тăрăшуллă ĕçчене пĕр хутчен кăна мар ĕçри ỹсĕмсемшĕн Хисеп грамотисем парса чысланă. Ĕç ветеранĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав орденне тивĕçнĕ. Ваттисен çуртĕнче пурăнакан кинемейсемпе мучисем культура ĕçченĕсен юрри-ташшине савăнсах итлерĕç, хушăран куççульленсе те илчĕç. Çывăх çыннисем çумра çук пулин те, ваттисен çуртĕнче тăрăшакансем вĕсене лайăх пăхаççĕ. Светлана Васильева, Зоя Миронова, Ирина Александрова, Ирина Иванова ĕçченсем ватă çынсемпе яланах ăшшăн калаçаççĕ, вăхăтра пулăшу кỹреççĕ. Чăнах та пысăк чун-чĕреллĕ çынсем вăй хураççĕ кунта.

- Пире тăван ашшĕ-амăшне пăхнă пек пăхаççĕ, вăхăтра кирлĕ сăмах тупаççĕ. Çакă вара чи кирли,- тет кунта пурăнакан Ульха аппа. - Ваттисен çуртĕнче пурăнакансем - тĕрлĕ шăпаллă çынсем. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштереççĕ, туслă пурăнаççĕ,- терĕ Светлана Петровна.

Р.Розова



"Каçал Ен"
28 ноября 2017
14:47
Поделиться